Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньялти «Илем» фольклор ансамблӗ нумаях пулмасть Турханти психоневрологи центрӗнче пулнӑ. Унта пурӑнакансем вӗсене хапӑлласа кӗтсе илнӗ. Зал лӑк тулли пулнӑ.
«Илем» фольклор ансамблӗ 1991 ҫулта йӗркеленнӗ. Ун чухне унӑн ертӳҫи мусӑкҫӑ, вӗрентекен, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Владимир Антонов пулнӑ. Паянхи кун та вӑл ушкӑна ертсе пырать.
«Илем» фольклор ушкӑнне 1999 ҫулта халӑх ятне панӑ. Вӑл Патӑрьел, Улатӑр, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсенче, Шупашкарта, Чӗмпӗрте, Мускавра, Чӗмпӗр районӗнчи Чӑнлӑ районӗнче, Тутарстанри Пӑва, Теччӗ районӗсенче концертпа пӗрре мар пулнӑ.
Нумаях пулмасть Комсомольскинче тӗрӗк тӗнчин хальхи вӑхӑтри халӑх культурин тата ӳнерӗн «Урмай Залида» II фестивалӗ иртнӗ.
Республикӑн Культура министерстви фестиваль пирӗн республикӑшӑн пысӑк пулӑм пулнине палӑртать. Унта Раҫҫейри тата чикӗ тулашӗнчи ҫӗршывсенчен килсе ҫитнӗ.
Фестиваль пултаруллӑ халӑх коллективӗсене, уйрӑм юрӑҫсене палӑртассипе, халӑх ташшисене, инструмент кӗввине, тӗрӗк халӑхӗсен вокалне сарассипе иртет-мӗн. Вӑл тӗрӗк халӑхӗсен хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме май парасса та шанаҫҫӗ.
Фестивале тӗрлӗ шайри тӳре-шара, чиркӳ ҫыннисем, депутатсем таранах пырса ҫитнӗ.
«Урмай Залида» тӑватӑ сехете тӑсӑлнӑ. Ӳнере ӑнланакансем хакланӑ тӑрӑх, гран-прие Кабардин-Балкари республикинчен килнӗ «Эльбрус» фольклор ансамблӗ илнӗ.
Республика кунӗнче Комсомольски районӗнчи Киров поселокӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Пӗтӗмпе 2015 ҫул тӗлне республикӑра 100 ФАП уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе 20-шӗ ӗҫлеҫҫӗ. Кун валли республика хыснинчен 41,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Киров поселокӗнчи ФАПра медицина пулӑшӑвӗ памашкӑн йӑлтах пур. Ирина Корнилова фельдшер хӑнасене хӑтлӑ пӳлӗмсемпе паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ФАП 300 ҫынна медицина пулӑшӑвӗ парӗ. Унта кӳршӗ ялтан, Ҫӗнӗ Александровкӑран, та ҫӳрӗҫ.
Кӗҫех Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче ФАПсем туса пӗтермелле. Тепӗр 15 ФАПа кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ.
Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх музейӗн хальхи ӳнер центрӗнче Китай Халах Республикин сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Унтах чей тутанса пӑхнӑ. ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Китайран килнӗ делегацие чӑваш ҫӗрӗ ҫине килнӗ ятпа саламланӑ.
Вадим Ефимов Китай хӑйӗн культурипе, философийӗпе, тавракурӑмӗпе пуян пулнине палӑртнӑ. Куравра шӑпах ҫаксемпе паллашма май пур та. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ халӑх хӑйсен чӗлхине — чӑваш тата китай чӗлхисене — ӗлӗкхиллех сыхласа хӑварнӑ. Ҫавӑнпа Китай ҫыннисем Республика кунне хутшӑнни Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ.
Куравра — Гуйчжоу тата Аньхой провинцисенчи сӑнӳкерчӗксен ӳнерӗ. Вӗсем Китай Халах Республикин йӑлине, ҫутҫанталӑкне ӳҫса параҫҫӗ.
Чей ӗҫес йӑла та кӑсӑклӑ иртнӗ. Китай ҫыннисем ӑна мӗнлерех ирттермеллине кӑтартнӑ. Вӑй хушакан техӗмлӗ чейе кашниех тутанма пултарнӑ.
Аса илтерер: Китай делегацийӗ хӑйӗн пултарулӑхне Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Шупашкар, Етӗрне, Муркаш, Комсомольски районӗсенче те кӑтартать.
Сӑнсем: влаҫ органӗсен порталӗнчисем (21), Тимӗр Акташӑн (6)
«Чӑваш Республикинчи лаша спорчӗн пӗр центрӗ Патӑрьел районӗнче вӑйлӑ аталаннӑ. 1968 ҫултанпа ҫав районти юртӑ лашасем нумай конкурс, чупу ҫӗнтерỹҫисем пулнӑ. Совет Союзӗн, Раҫҫейӗн ипподромӗсенче малти вырӑнсене сахал мар ҫӗнсе илнӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ Комсомольски район администрацийӗнче.
Анчах Каҫал енче те ҫитӗнӳсем пур. Сӑмахран, 1981 ҫулта «Затейник» юртӑ лаша Патӑрьелӗнчи ипподромра 21 лаша хушшинче 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫав лаша Г.Ф. Волков ертсе пынӑ хуҫалӑхран пулнӑ. Ҫавӑн пекех З.Ш. Заргиров хуҫалӑхӗнчи «Гораций» юртӑ лаша 2006 ҫулта ҫӗршывӑн тӗрлӗ ипподромӗнче палӑрнӑ. Районти ытти хуҫалӑх лашисем те сахал мар конкурсра ҫӗнтернӗ, кашни ҫулах Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнчи лаша спорчӗн республикӑри «Камай уйӗ» уявне хутшӑннӑ. Унта пӗрре кӑна мар «Урожай», «Красный маяк» хуҫалӑхсен лашисем палӑрнӑ, парнесене тивӗҫнӗ.
Кӑҫал та Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, районти ипподромра пысӑк уяв, юртӑ лашасен чупӑвӗ, куравӗ пулать. Ҫак спорта кӑмӑллакансене программӑпа паллашма сӗнеҫҫӗ:
12:30–13:30 сехетре джигитсене курса киленме пулӗ;
13:30–14:30 сехетре пирвайхи чупусем, юртӑ лашасем ӑмӑртӗҫ;
14:30–14:40 сехетре вырӑнти ӑратлӑ лашасем «Ял джигичӗсем» чупура вӑй виҫӗҫ;
15:00–15:10 сехетре мала тухайман, 6, 7, 8, 9, 10 вырӑнсем йышӑннӑ юртӑ лашасен чупӑвӗ пулӗ;
15:20–15:30 сехетре малтанхи чупура 1–5-мӗш вырӑнсене тухнӑ лашасен финал ӑмӑртӑвӗ иртӗ.
Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫалта пурӑнакан Зоя Николаевнӑпа Павел Григорьевич Маринсем патне иртнӗ уйӑхӑн 10-мӗшӗнче Новоазовск хулинчен тӑванӗ, Екатерина Куциных, пӗчӗк ывӑлӗпе килнӗ. Чӑваш Ене хӑнана мар, хỹтлӗх шыраса ҫитнӗ вӗсем тесе хыпралать асӑнна район администрацийӗ.
— Ачашӑн питӗ чун хӑрать, автомат сассине илтсессӗнех чӗре ҫурӑлатех пулӗ тетӗп, — илтӗннӗ пӗррехинче телефонран. Калаҫаканӗ Павел Григорьевичпа пӗр тӑванӗн хӗрӗ Катя пулнӑ. «Нимӗн шутламасӑр хамӑр пата пурӑнма чӗнтӗм», — каласа панӑ кил хуҫи хӗрарӑмӗ. Ҫапла вара Маринсен ҫемйинче йыш хушӑнать, халӗ вӗсем иккӗн мар, тӑваттӑн пурӑнаҫҫӗ.
Вӑхӑтӗнче Марин-кӗҫӗнни Тӗмен облаҫӗнче пурӑннӑ, Катя та унтах кун ҫути курнӑ. Шӑпа пỹрнипе ҫемье Украина тӑрӑхӗнче тӗпленет.
— Ҫирӗм ҫул ытла пурӑнтӑмӑр эпир Украинӑра. Катьӑн ашшӗ Николай Григорьевич стройка енӗпе ӗҫленӗ, хӑй вӑл инженер-строитель пулас ӗмӗтпе Донецк хулине ҫул тытать. Вӗреннӗ чухне Володя ятлӑ йӗкӗтпе пӗрлешсе ҫемье чӑмӑртаҫҫӗ. Хаяр самана пуҫланиччен Екатерина Николаевна Донбасс хулинчи пӗр предприятире юратнӑ ӗҫре тӑрӑшнӑ, савнӑ мӑшӑрӗ те юнашарах пулнӑ.
Чӑваш Енре сӗт кӑларакан пӗр ЯХПК техрегламент ыйтӑвӗсене пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑ. Вӑл — Комсомольски районӗнчи «Пайгас» кооператив.
Ҫак организаци тӗлӗшпе планпа килӗшӳллӗн тӗрӗслев ирттернӗ. Ветеринари тӗрӗслевӗн специалисчӗ сӗт партинчен тӗрӗслемешкӗн пӗр пайне илсе юлнӑ. Сӗтре левомицетин тата антибиотик ытла нумай пулнине тупса палӑртнӑ.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Пайгас» ЯХПК кӑларакан сӗтре тетрациклин ушкӑнӗнчи антибиотик нумай пулнӑ. Ку Таможня союзӗн «Сӗт тата сӗт юр-варӗн продукцийӗн хӑрушсӑрлӑхӗ пирки» регламентпа килӗшсе тӑмасть-мӗн.
Кооператив ҫакӑншӑн мӗнле явап тытни пирки ҫӑлкуҫ пӗлтермест ҫав. Ку хыпар ахӑртнех Каҫал тӑрӑхӗнчи сӗте асӑрханса туянмаллине систерет.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пушар тухас хӑрушлӑха 5-мӗш класс тесе палӑртнӑ. Республикӑри чылай районта вара — 4-мӗш класс.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал шӑрӑх ҫанталӑк ҫӗртмен 9-мӗшӗччен тӑрӗ. Аса илтерер: пӗлтӗрхи шӑрӑх Чӑваш Енри тӑватӑ района шар кӑтартнӑччӗ: Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсене. Ун чухне, утӑ уйӑхӗнче, 21 районта инкеклӗ режима палӑртнӑччӗ.
Шӑрӑх ҫанталӑка пулах хӑвӑрт утас енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионатне те каярах куҫарнӑ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗвел ҫинче нумай вӑхӑт пулакансем пульницӑна самай пыраҫҫӗ. Чылайӑшӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах йӑран ҫинче чакаланать-мӗн.
Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен тӗп уява — Республика кунне — паллӑ тӑвӗ. Ӑна 1995 ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗ 75 ҫул тултарнине халалласа уявлама тытӑннӑ.
Йӑлапа килӗшӳллӗн Республика кунӗ умӗн районсенче Акатуйсемпе Сабантуйсем иртеҫҫӗ. Ҫӗртмен 23–24-мӗшӗсенче хула-районсенче спорт ӑмӑртӑвӗсем, культура акцийӗсем, фестивальсем, концертсем иртеҫҫӗ.
Кӑҫал та яланхи пекех «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ тата «Руҫ ӑстисем» алӗҫ ӑстисен Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗ иртӗ.
Ҫулсерен муниципалитетсен хушшинче Республика кунне уявламашкӑн ирӗк ҫӗнсе илессишӗн конкурс иртет. Ҫӗнтернӗ тӑрӑхра Шупашкарпа танах мероприятисем иртеҫҫӗ. Кӑҫал ав уяв Комсомольски районӗнче пулӗ.
Ҫитес ҫул Республика кунӗ ӑҫта иртесси те паллӑ. Хальхинче конкурсра Канаш районӗ ҫӗнтернӗ. Эппин, 2015 ҫулта уяв Шупашкарта тата Канаш районӗнче иртӗ.
Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри «Шурӑмпуҫ» халӑх фольклор ушкӑнӗ фольклор ушкӑнӗсем хушшинче иртнӗ «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» конкурса хутшӑннӑ.
«Шурӑмпуҫ» унта чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ: «Сапаланчӑк сӗлли», «Вӑйӑ юрри». Ентешӗмӗрсемшӗн Тутарстанри Чуллӑ Ҫыр хулинчи «Чӗкеҫ» фольклор ушкӑнӗ ӑмӑртуҫӑ пулнӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш наци радиовӗн эфирӗнче ҫак конкурса пӗтӗмлетнӗ. «Шурӑмпуҫ» фольклор ушкӑнӗ кӑшт кӑна ҫӗнтереймен. Чуллӑ Ҫырти «Чӗкеҫ» фольклор ушкӑнӗ унран 2 сасӑ ҫеҫ нумайрах пухнӑ.
Ҫапах Ҫӗнӗ Мӑратри «Шурӑмпуҫ» фольклор ушкӑнӗ пуҫ усмасть, ҫитес ҫул конкурса хутшӑнса ҫӗнтерме ӗмӗтленет. Ентешӗмерсене пултарулӑхне кура гала-концерта чӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |